Ҫӗнӗ Шупашкарти «Журавлик» 48-мӗш ача пахчинче дефектолог пулса ӗҫлекен Оксана Ильина «Учитель-дефектолог России – 2019» (чӑв. Раҫҫейри учитель-дефектолог — 2019) II Пӗтӗм Раҫҫейри педагогика ӑсталӑхӗн конкурсӗнче лауреат ятне илнӗ.
Регионти тапхӑрта мала тухнӑ 59 специалистран 20-шне куҫӑн мар тапхӑр тӑрӑх суйласа илсе куҫӑн ӑмӑртма йыхравланӑ.
Конкурс тӗрӗслевӗ ӑсталӑх сехечӗсенчӗн пуҫтарӑннӑ. Унта Оксана Ильина япӑх куракан ачасемпе епле ӗҫленине каласа кӑтартнӑ. Конкурсӑн иккӗмӗш кунӗнче сывлӑх хавшак ачасемпе ушкӑнпа ӗҫленине кӑтартнӑ. Оксана Ильина Мускаври 283-мӗш шкулти куҫ япӑх куракан ачасемпе ӗҫленӗ.
Конкурса хутшӑннисемпе РФ вӗренӳ министрӗ Оксана Васильева тӗл пулнӑ.
Прокуратура Патӑрьел районӗнчи Турхан, Ҫӗньял шкулӗсене, Патӑрьети «Солнышко», «Центральный» ача пахчисене тӗресленӗ. Ведомство сепциалисчӗсем йӗркене пӑснӑ тӗслӗхсене тупса палӑртнӑ.
Ачасене ҫитермелли апат-ҫимӗҫе йӗркепе килӗшӳллӗн упраман-мӗн. Ҫитменнине, маркировкӑсем пулман. Хӑш-пӗр учрежденире ача ӳсӗмне кура талӑкри рацион калориллӗхне, виҫине (сахалрах хурса панӑ) пӑхӑнман.
Ҫавна май ҫӳлерех асаннӑ учрежденисен ертӳҫисене РФ КоАПӗн 6.7-мӗш статйипе килӗшӳллӗн явап тыттарма йышӑннӑ. Постановленисем хальлӗхе саккунлӑ вӑя кӗмен-ха.
Авӑн уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Лапсарта ача люка кӗрсе ӳкнӗ. Шӑпӑрлан ирхи 6 сехет ҫурӑра ача пахчи ҫумӗпе амӑшӗпе тата унӑн тусӗпе иртсе пынӑ. Унччен те пулман – 3 ҫулти ача «Теплосеть» предприятин люкне кӗрсе ӳкнӗ.
Ашшӗ каланӑ тӑрӑх, люка кӑштах ҫеҫ хупнӑ пулнӑ. Ача хуппи ҫине ӑнсӑртран пуснӑ та аялалла чӑмнӑ. Амӑшӗ ачана туртса кӑларнӑ. Шӑпӑрлан суранланнӑ, ҫурӑмӗ чӗрмекленнӗ.
Предприяти ӗҫченӗсем вара люк уҫӑ пулман тесе ӗнентереҫҫӗ. «Люк халӗ те кӑштах уҫӑ, хуппи ҫине кирпӗч хурса янӑ. Авӑнӑн 26-мӗшӗнче 123-мӗш ача пахчи ӗҫлеме пуҫланӑ, люка ытти ача та ӳкме пултарать вӗт. Предприяти ӗҫченӗсем хӑнк та туманни тӗлӗнтерет. Эпир полицирен пулӑшу ыйтӑпӑр», - тенӗ ашшӗ «Про Город» хаҫата.
Шупашкарти икӗ ача пахчи психологипе педагогика, методика, ачаллӑ ҫемьесене консультативлӑ пулӑшу парас енӗпе пурнӑҫламалли мероприятисене хута ямашкӑн субсидие тивӗҫӗ. Укҫа-тенке 7-мӗш тата 203-мӗш ача пахчисене парӗҫ.
Шупашкар хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсем субсидие «Вӗренӳ» наци проекчӗн «Ачаллӑ ҫемьесене пулӑшасси» федераци проекчӗпе килӗшӳллӗн ҫӗнсе илнӗ. Ҫӳлерех асӑннӑ ача пахчисене 4,28-шар миллион тенкӗ тивӗҫӗ.
Комсомольски районӗнчи Урмаелти ҫӗнӗ ача пахчине 110 шӑпӑрлан ҫӳрӗ. Ҫапла, нумаях пулмасть ҫак ялта ача пахчи алӑкӗсене уҫнӑ. Ӑна тума пуҫланӑранпа ҫулталӑк кӑна ҫитнӗ – строительство ӗҫӗсем вӗҫленнӗ те.
Савӑнӑҫлӑ мероприятие тӳре-шара хутшӑннӑ, ҫав шутра – ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев та. Ача пахчинче ултӑ ушкӑн йӗркелӗҫ. Хальлӗхе тӑваттӑшне йӗркелесе янӑ. Ача пахчинче вӑй-хал культурин тата спорт залӗсем, медицина пӳлӗмӗ, апат ҫимелли блок, канмалли, логопед, психолог пӳлӗмӗсем пур. Палӑртма кӑмӑллӑ: ачасене унта хӑйсен тӑван чӗлхипе – тутарла – вӗрентӗҫ. Ҫак ача пахчине ҫывӑхри тӑватӑ ялтан та ачасене илсе ҫӳрӗҫ.
Шупашкарта «Ваттисем валли - ача пахчи» ӗҫлет. Ватӑ ҫынна е сусӑра килте никампа та хӑварма ҫук-и? Эппин, ӑна ача пахчине илсе кайӑр. Вӑл унта кунӗпе тунсӑхласа лармӗ.
Халӑха социаллӑ пулӑшу паракан комплекслӑ центр ӗҫченӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, унта кун гимнастика тунинчен е уҫӑ сывлӑшра Скандинави мелӗпе утнинчен пуҫланать. Ватӑсем аталанмалли занятисене хутшӑнаҫҫӗ: тӑмран ӑсталаҫҫӗ, квиллингпа кӑсӑкланаҫҫӗ, вӗтӗ шӑрҫапа тӗрлеҫҫӗ.
Ача пахчинчи пекех вӗсене апат ҫитереҫҫӗ, кӑнтӑрла выртса илме май параҫҫӗ. Ватӑсемпе психолог юнашарах. Кунашкал ача пахчи 8 сехетрен пуҫласа 16 сехетчен ӗҫлет. Паянхи кун тӗлне унта 9 ватӑ ҫӳрет.
Чӑваш Енри ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен тата муниципалитетсен ертӳҫисемпе тунтикунсерен ирттерекен паянхи канашлура ача пахчисемпе шкулсем ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулне епле хатӗрленнине сӳтсе явнӑ.
ЧР вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗ Сергей Кудряшов пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енре 5 шкул тума 924,1 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Ку укҫаран 600 миллион тенкине — федераци хыснинчен. Шкулсене Етӗрнере тата Куславкка районӗнчи Куснарта тӑваҫҫӗ. Канаш районӗнчи Вӑрӑмпуҫӗнче шкул ҫумне спортзалпа столовӑй тума пуҫланӑ. Шупашкарта «Волжский-3» тата «Ҫӗнӗ хула» микрорайонсенче ҫӗнӗ шкулсем тӑваҫҫӗ.
Кунсӑр пуҫне Канашра ача пахчи ҫӗкленет. Анчах вӑл хальлӗхе 88% ҫеҫ хатӗр, Шупашкарти Б. Хмельницкий урамӗнчи ача пахчи — 95%, «Ҫӗнӗ хулари» 240 вырӑнлӑх ача пахчи — 99%, асӑннӑ микрорайонти 16) вырӑнлӑх ача пахчи — 87%.
Шупашкарти пӗр ача пахчин заведующине ӗҫ вырӑнӗпе ытлашши усӑ курнӑшӑн айӑпланӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе суд пӑхса тухнӑ. Судья заведующие 150 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ.
Следстви комитечӗ тата суд палӑртнӑ тӑрӑх, заведующи ача пахчине хӑйӗн виҫӗ пӗлӗшне ӗҫе илнӗ. Анчах лешсем вара чӑнние ӗҫлемен, ӗҫ укҫине илсе тӑнӑ. Вӗсен шалӑвӗ валли пӗтӗмпе 700 пин тенкӗ тӑкакланӑ.
Шупашкар хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗ тӗлӗшпе представлени ҫырнӑ. Сӑмах май, Патӑрьел районӗнче ача пахчин заведующине те ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑшӑн штрафланӑччӗ. Кун пирки сайтра хыпарланӑччӗ.
Иртнӗ уйӑхра Чӑваш Енри ача пахчисемпе хушма пӗлӳ паракан учрежденисене тӗрӗсленӗ. Кун пирки республикӑн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерстви пӗлтерет.
Ведомствӑра хыпарланӑ тӑрӑх, тӗрӗслев планпа пӑхса хӑварнӑскер пулнӑ.
Специалистсем Шупашкарти тата Ҫӗнӗ Шупашкарти, Йӗпреҫ, Вӑрнар, Канаш, Сӗнтӗрвӑрри, Пӑрачкав, Шупашкар тата Шӑмӑршӑ районӗсенчи вӗренӳ учрежденийӗсене ҫитнӗ, лицензипе ҫыхӑннӑ самантсене тӗрӗсленӗ.
Инспекторсем пулнӑ мӗнпур объектран 12-шӗнче (46,2%) кӑлтӑк та тупӑнман тесе ӗнентерет ЧР Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерстви.
Цифрӑсен чӗлхипех каласан, ҫакна та палӑртмалла: тӗрӗслеве 18 ача пахчинче, хушма пӗлӳ паракан 7 учрежденире тата професси пӗлӗвӗ паракан 1 организацире йӗркеленӗ.
Кӑҫал пирӗн республикӑра 16 ача пахчи хута ямалла. Ҫакӑн валли хыснаран 2 млрд тенкӗ уйӑрма пӑхса хӑварнӑ. Апла пулин те ӗҫ пур ҫӗрте те кал-кал пымасть иккен. Ҫакӑн пирки Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Правительство ҫуртӗнче тунтикунсерен ирттерекен канашлура сӑмах хускатнӑ.
Графикпа ӗлкӗрсе пырайманнисен шутӗнче, сӑмахран, — Йӑлӑмри садик. Ӑна «Стройград» текен предприяти тума пуҫланӑ. Шупашкар районӗнчи Атайкасси ялӗнчи ача пахчи тӑвасси ҫинчен контракт та хатӗр мар иккен. Шупашкарти Университет урамӗнче хӑпартма пуҫланӑ ача пахчине утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗччен вӗҫлемелле пулнӑ, анчах ӗҫсем вӗҫленмен.
Хӑйсен вӑйне шанман строительсем тивӗҫе субподрядчике шаннӑ тӗслӗхсем те пур. Михаил Игнатьев ӗҫе хӑвӑртлатмалли пирки асӑрхаттарса каланӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.05.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.